Патӑрьел районӗнче Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ Николай Васильев отставкӑри полковникпа тӗл пулнӑ. Хисеплӗ ентешӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов паян курнӑҫнӑ.
Николай Васильев тӑван тӑрӑхӗнчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Калининградри аслӑ ҫар училищине вӗренме кӗнӗ. Ҫӗршывӑн Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗнче вӑл чӗрӗк ӗмӗре яхӑн хӗсметре тӑнӑ. Ҫулсерен вӑл тӑван тӑрӑхне таврӑнать иккен, ӳсекен ӑрупа тӗл пулать. Унӑн каласа памалли нумай. Афганистанра, Кавказра пулнӑ. Хисеплӗ сапер шутланать, Калининград облаҫӗн хисеплӗ ветеранӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнӑ май ӗнерхи сапер тӑван тӑрӑх хитреленсе пынине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне полковник тӑван шкулта пулнӑ, аслӑ класра вӗренекенсемпе харсӑрлӑх урокӗ ирттернӗ.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялне Тутарстанри Элмет районӗнчи хӑнасем ҫитнӗ. Делегаци Чӑваш Ене опытпа паллашас тӗллевпе килнӗ.
Ханасем Шӑнкӑртамри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсене «Гулистан» медресе, «Сандугач» ача пахчине, тӗп мечӗте, «Урталык» мечӗте, ялти культура ҫуртне ҫитсе курнӑ.
Тӗлпулӑва Патӑрьел район администрацийӗн ҫумӗ В.Краснов, строительство пайӗн тӗп инженерӗ М.Валитов та килнӗ. Паллах, Шӑнкӑртам ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Айзатуллин та пулнӑ. Делегаци шӑнкӑртамсен опычӗпе паллашнӑ, тӗлпулупа кӑмӑллӑ юлнӑ.
Авӑнӑн 11-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай тата Патӑрьел районӗсенче пушар алхаснӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче лаҫ ҫунса кайнӑ. Ку ирхи 9 сехет иртсен пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар кӑмакана пӑхмасӑр хӑварнӑран тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсе ӑна кирпӗч ҫурт ҫине куҫма май паман.
Ҫак кунах Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗнче ял хаҫалӑх предприятийӗнче 50 тонна улӑм ҫунса кӗлленнӗ. Пушар ачасем шӑрпӑкпа алхаснӑран тухма пултарнӑ. Ҫулӑм тухиччен вӗсене ҫав купа патӗнче курнӑ.
Патӑрьелти питомникра хурлӑхан, чие ҫырли, слива, панулми ӳстереҫҫӗ. Вӗсемшӗн санкцисем хӑрушӑ мар. Анчах Чӑваш Енре пӗрре вуннӑмӗш пайӗ ҫеҫ юлӗ. Ыттине республика тулашне ӑсатӗҫ. Санкцисем чӑваш аграрине ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме май параҫҫӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем хӑйсен продукцине ытларах ҫиме пуҫлӗҫ.
Патӑрьел питомникӗнче яланах тухӑҫлӑ улма-ҫыра туса илеҫҫӗ. 50 гектар ҫӗр ҫинче панулмин 80 сорчӗ, вун-вун тӗслӗ груша, чие ҫырли, слива тата ыттисем ӳҫеҫҫӗ. Питомникра хунавсем те ӳстереҫҫӗ. Унти ӗҫченсем пӗтӗм Раҫҫйри ярмӑрккӑсенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ.
Йывӑҫсене 1-2 хут сапаҫҫӗ. Унта — экологи тӗлӗшӗнчен таса теме те пулать. Патӑрьел питомникӗ Раҫҫее улма-ҫырлапа 81 ҫул тивӗҫтерет.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Васса Николаева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пульницӑра нихӑҫӑн та выртман.
Васса Николаева хӑйне лайӑх туять. Пӗлтӗр вӑл вӑрмана кӑмпа татма та кайнӑ. Ӑна ҫурланӑ кунпа уявлама тахҫанах курман тӑванӗсем те килнӗ.
Васса Николаев ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Унӑн шкулта вӗренме май килмен, ҫавӑнпа вӑл ҫырма, вулама пӗлмест. Ватӑскер вырӑсла та калаҫма пӗлмест. Унӑн тӑван чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫирӗп воспитани панӑ. Вӑл ашшӗпе тата пиччӗшӗпе вутӑ хатӗрленӗ, колхозра ӗҫленӗ.
Васса Николаева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче икӗ ывӑлне ҫухатнӑ. Вӑл виҫӗ ачипе юлнӑ. Васса Клементьевна мӑнукӗн ачисемпе выляма юратать, вӗсемпе мечӗк тапать.
Пӗлтӗр вӗсен ҫуртне газ кӗртнӗ. Ватӑскер кӑмакана ҫӗмӗрнӗшӗн халӗ те пӑшӑрханать. Ара, унта вӑл кукӑль пӗҫернӗ, кӳршисене хӑналанӑ. Васса Николаева ачисен мӑнукӗпе, вӗсен ачисемпе киленет. Вӗсем унӑн пурӗ — 62-ӗн.
Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче.
Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма малалла пырать. Ӗҫҫи епле пынине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хула тата район пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференцире те сӳтсе явнӑ.
Паян вырмана пӗрремӗш хуҫалӑх та пур республикӑра. Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» акционерсен хупӑ обществинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. Асӑннӑ хуҫалӑх ертӳҫи Петр Ялуков пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрчӗллисене 1 пин гектар ытла лаптӑк ҫинче ҫапса тӗшӗленӗ. Вырмана унта ҫурлан 8-мӗшӗнче тухнӑ та виҫӗм кун ӗҫе вӗҫленӗ. Ӗҫе пурӗ виҫӗ «Дон-1500» тата икӗ «Палессе» комбайна явӑҫтарнӑ. Вырмара Геннадий Арланов, Геннадий Ялуков тата Николай Викторов экипажӗсем уйрӑмах хастар ӗҫленӗ. Тухӑҫ гектартан 32 центнер тухнӑ.
Республикӑри шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Чылайӑшӗ ачасене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ.
Патӑрьел районӗнчи 24 шкул вӗренӳ ҫулне пуҫлама хатӗр. Тепӗр 7 шкул хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул тӗрӗслев комиссине килме 9 кун тӑхтама ыйтнӑ. Кунта сусӑр ачасене вӗренмелли условисем тӑвасшӑн-мӗн.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта 360 ача вӗренет, вӗсенчен 6-шӗ — сусӑрсем. Гелсирень Абейдуллова директор каланӑ тӑрӑх, шкул 1976 ҫулта уҫӑлнӑ, анчах унтанпа пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттермен. Кӑҫал сусӑрсем валли мӗнпур условие тума палӑртнӑ-мӗн. Иккӗмӗш хута юсаса пӗтернӗ, халӗ пӗрремӗшӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсене авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтерессе шантараҫҫӗ шӑнкӑртамсем.
Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.